Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: йӗлтӗр чупӑвӗ

НАР
22

«Сывлӑх кунӗ» иртрӗ
 eiena | 22.02.2012 20:51 |

Университетра нарӑсӑн 22-мӗшӗнче иртнӗ «Сывлӑх кунне» пирӗн факультет студенчӗсемпе преподавателӗсем те хутшӑнчӗҫ. Уйрӑмах студентсен спорторгӗ 1-мӗш курс студенчӗ Денис Афанасьев тӑрӑшуллӑ пулнине палӑртса хӑвармалла. Студентсем (Мулюкова Галина 11-10, Григорьева Алина 11-10, Федорова Лариса 11-10, Гаврилова Инна 11-11) йӗлтӗрҫӗсен командинче ӑмӑртрӗҫ. Армспортпа Васильева Надежда 11-09, Романова Сарра 11-09, Макаров Валерий 11-08 вӑй виҫрӗҫ, Макаров Валера иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗ. Преподавательсенчен йӗлтӗрпе чупассипе В.Г. Родионов, А.Н. Лукина тупӑшрӗҫ, вӗсенчен Анна Лукина иккӗмӗш вырӑна тухрӗ. Ҫавӑн пекех хӑш-пӗр студентсем (Бычкова Елена, Ухтеева Ксения) хаклав ушкӑнӗнче пулчӗҫ.

Ҫӗршывра кӗлеткепе те, чунпа та ҫирӗп сывлӑхлӑ ҫамрӑк ӑру ҫитӗнтерессине тимлеме чӗнет пире Раҫҫей президенчӗ. Университетра «Сывлӑх кунӗ» йӗркелени шӑпах ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ та ӗнтӗ. Спортпа туслӑ яш-кӗрӗм пурнӑҫра та пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвасса шанас килет.

 

НАР
17

Ҫӗмӗрлӗ йӗлтӗрӗ — 2012
 Володя | 17.02.2012 15:12 |

Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнчи Тӑванкас ялӗнче «Ҫӗмӗрлӗ йӗлтӗрӗ — 2012» ӑмӑртӑвӑн 30-мӗш чупавӗсем пулса иртрӗҫ. Иртнӗ эрнере ку тӑрӑхра шартлама сивӗсем тӑнӑ пирки ӑмӑртусене тӑватӑ кун сиктерсе ирттерме тиврӗ сӗмӗрлесен. Ку кун ҫанталӑкӗ лӑпкӑ та хӗвеллӗ пулнӑран халӑхӗ те пайтах пуҫтарӑнчӗ Тӑванкасра. Ӑмӑртусене Раҫҫейӗн полиатлон чемпионӗ, пирӗн ентеш Дмитрий Шипеев уҫрӗ.

400 ытла йӗлтӗрҫӗ виҫӗ ушкӑна пайланнӑ: пӗрремӗш ушкӑнра, сӑмахран, тӑрӑхри пуҫлӑхсем тапӑҫнӑ. Ҫаксен йышӑнче район тата ял администрацийӗсен, шкулсен ертӳҫисем пулнӑ. Малти вырӑна Рафинов Л.Г, Александров В.Л, Осипов А.М, Васильева А.С, Пакулаева Е.В. тухнӑ.

Унтан «старта» Ҫӗмӗрле тӑрӑхри чи хӑвӑрт чупакан йӗлтӗрҫӗсем тухрӗҫ. Ку ушкӑнра Тарлыков Александр, Петров Владимир, Ануфриев Лев, Кулькова Елена тата Концова Надежда ҫӗнтерчӗҫ. Юлашки самай йышлӑ ушкӑнра 200 ҫынран кая мар чупрӗҫ. Самай ҫамракки, Улисов Алексей — 4 ҫулта, чи ваттисем Тимофеев Иванпа (73-ре) Петрова Фрида (70-ре).

«Ҫӗмӗрле йӗлтӗрӗ — 2012» тата икӗ ӑмӑртупа вӗҫленчӗ: йӗлтӗр йӗрӗ ҫине ял тата шкул ушкӑнӗсем тӑчӗҫ.

Малалла...

 

Хӗрлӗ Чутай районӗнче спорт ӑмӑртӑвӗсем кулленех ирттереҫҫӗ.

Ҫак кунсенче яшсемпе хӗрсем пневматика пӑшалӗнчен тӗл перессипе тупӑшрӗҫ. Ӑмӑртусем 8-9 тата 10-11-мӗш класра вӗренекенсем хушшинче иртрӗҫ. 8-9 класра вӗренекенсем хушшинче чи нумай очко пухса пӗрремӗш вырӑна Сергей Сарин, иккӗмӗш вырӑна — Станислав Федотов, виҫҫҫӗмӗш вырӑна — Анастасия Сятрайкина тухрӗҫ (пурте Хӗрлӗ Чутай шкулӗнчен). Ку шкул 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗ, 2-мӗш вырӑнта — Штанашри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкул вӗренекенӗсем.

10-11 класра вӗренекенсем — 1-мӗш вырӑнта Снежана Альгешкина, 2-мӗш вырӑнта Илья Ахматканов, 3-мӗш — Михаил Замуткин (Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкул). Командӑсем хушшинче каллех малтисем Хӗрлӗ Чутай шкулӗн вӗренекенӗсем, иккӗмӗшсем — Питӗркасси шкул ачисем.

 

Кӑрлачӑн пуҫламӑшӗнче Хырхӗрри тӗп шкулӗнче нумай ҫул хушши физкультура вӗрентекенӗ пулса вӑй хуракан Николай Никандрович Ятманов хӑйӗн паллӑ юбилейне — 60 ҫула ҫитнине паллӑ турӗ. Ҫак кунсем каникулпа пӗр килнӗ пулин те, вӗрентекенсемпе вӗренекенсем те, пӗлӗш-тӑвансем те юбиляра чысласа ӑшӑ сӑмахсем куҫҫӑн курӑнса та, телефонпа шӑнкӑравласа та каларӗҫ. Каникул пӗтнӗ хыҫҫӑн тепӗр кунхинех шкулта Николай Никандровича халалласа ятарлӑ утренник ирттерчӗҫ. Кашни класра вӗренекен ачасем юрӑ-сӑвӑпа савӑнтарчӗҫ, шкул тата район ертӳҫисемпе профсоюз организацийӗ Хисеп хучӗсемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ.

Паллӑ уяв ҫакӑнпа ҫеҫ вӗҫленмерӗ. Уйӑх вӗҫӗнчи пӗр канмалли кун Николай Никандрович хӑйӗн ячӗллӗ йӗлтӗр чупӑвӗ ирттерчӗ. Ҫак чупӑва районти шкулсенче вӗренекенсем, предприятисемпе организацисем, ҫемье командисем хутшӑнчӗҫ. Тӗп хуламӑрти «Водоканал» предприяти те хӑйӗн спортсменӗсен ушкӑнне тӑратнӑ. Ытти ҫулсенче шкултан вӗренсе тухса кайнӑ ачасем те, инҫе ҫула пӑхмасӑрах, чылайӑн пуҫтарӑннӑ. Вӗрентекене саламласа ООО «Газпром межрегионгаз» генеральнӑй директорӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, нумай ҫул хушши вырӑнти «Восток» колхоз ертӳҫи пулса ӗҫленӗ К.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ